Муркаш районӗнче пурӑнакансене паян Раҫҫейӗн тӗп прокурорӗн ҫумӗ Сергей Зайцев йышӑннӑ. Вырӑнтисем мӗн калаҫнине итлеме республика прокурорӗ Василий Пословский тата Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ.
Ҫӗршывӑн тӗп прокуратуринчен килнӗ ҫын халӑха йышӑнни пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче хыпарланӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑннӑ ыйтӑва хускатакансем пулнӑ. Варпуҫсене, акӑ, унти шыв нуши пӑшӑрхантарать. Муркашсене нумай хутлӑ ҫуртсенчен пӗрне управляющи компани юсаманни тарӑхтарать.
Йышӑнӑва пынисем ҫул-йӗре юсас тата тытса тӑрас ыйтусене те хускатнӑ-мӗн.
Ҫынсем палӑртнӑ кашни ыйтӑвах тӗрӗслеме шантарнӑ.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене пӗлтерме вӑхӑт ҫитрӗ.
Тӑхӑр ҫынтан тӑракан жюри хӑйӗн ӗҫне вӗҫлесе 13 номинацире кам мала тухнисене палӑртса тухрӗ. Вӗсен ӗҫӗпе сире паллаштаратпӑр.
«Чӑваш вӑййисем» номинаци
1) «Ҫерем пӑсса вир акрӑм» — Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗн 4-мӗш класс ачисем;
2) «Кӗтесле» — Тӑвай районӗнчи «Асамат кӗперӗ» ача пахчинчи 5 ҫулхи ачасем;
3) «Касримушкӑлла» — Муркаш районӗнчи «Колокольчик» ача пахчинчи 5–6 ҫулти ачасем.
«Чӑваш сӑввисем: шӑпӑрлансем» (Пӗчӗк ачасем) номинаци
1) Едифанова Мария (Патӑрьел районӗ, 6 ҫулта);
2) Аметова Анастасия (Муркаш районӗ, 3 ҫулта);
3) Матвеев Богдан (Муркаш районӗ, 5 ҫулта).
Ку ушкӑнрах «Чи пӗчӗкки — чи маттурри» вырӑна та палӑртнӑ — ҫак ят Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимешӗнчи «Пучах» ача пахчине ҫӳрекен 2 ҫулти Ева Кудрявцева тивӗҫнӗ.
«Чӑваш сӑввисем: шӑпӑрлансем» (Пуҫламӑш шкул) номинаци
1) Мудрецов Алексей (Елчӗк районӗ, 6 ҫулта);
2) Николаева Анастасия (Каҫал районӗ, 10 ҫулта);
3) Алексеева Пинерпи (Ҫӗрпӳ районӗ, 6 ҫулта);
3) Волкова Анастасия (Вӑрнар районӗ, 12 ҫулта);
3) Антонова Елизавета (Йӗпреҫ районӗ, 7 ҫулта).
ЧР Министрсен Кабинечӗ пушар тухас хӑрушлӑх пуҫланакан сезон хӑҫан тытӑнассине палӑртнӑ: ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен. Инкеклӗ лару-тӑру комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнче Атӑли федераци округӗнче сывлӑш температури ытти ҫулти вӑтам кӑтартуран пысӑкрах пулӗ, ҫумӑр вара сахалрах ҫӑвӗ. Эппин, вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк.
Правительство 9 муниципалитетри 13 ялта вӑрман пушарӗ тухас хӑрушлӑх пуррине палӑртнӑ. Ҫак списока Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Пӑрачкав, Комсомольски, Хӗрлӗ Чутай, Муркаш районӗсем кӗнӗ.
Вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑк ҫунтарма юрамӗ. Ҫак тата ытти йӗркене пӑхӑнманшӑн административлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Ахаль ҫынсен – 1500-3000, должноҫри ҫынсен – 10000-20000, юридици сӑпачӗсен 50000-200000 тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.
Шупашкарти 1-мӗш колони пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе РФ Хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн хӑйсен хӑрушсӑрлӑхӗн подразделенийӗн ӗҫченӗсем тӑратнӑ материалсем тӑрӑх пуҫарнӑ. Колони пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн явап тыттарасшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗччен хайхи ҫын хӑйне пӑхӑнакансене килӗнче ӗҫ вӑхӑтӗнче ӗҫлеттернӗ. Вӗсем пуҫлӑхӑн Шупашкарти тата Сӗнтӗрвӑрринчи хваттерӗсемпе хуҫалӑхӗнче, ҫавӑн пекех арҫыннӑн паллаканнисен Шупашкарта тата Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ хуҫалӑхӗсенче ӗҫленӗ.
.
Муркаш районӗнче пурӑнакан 50 ҫулти арҫын ҫынна асӑрханмасӑр вӗлернӗ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, арҫын суд штрафне — 40 пин тенке — ҫеҫ тӳленӗ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫ ялӗнче ҫак арҫын ҫырмара 12 метр ҫӳллӗш йывӑҫ каснӑ, анчах вӑл ӑҫталла ӳкессине шутласа илеймен — йывӑҫ 46 ҫулти арҫын ҫине персе аннӑ. Лешӗ ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ. Ҫывӑхра ӗҫлекен ентешӗсем йывӑҫ ҫумӗнче ҫын пурри пирки асӑрхаттарнӑ, ку вара шута илмен.
50-ри арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Вӑл унччен судпа айӑпланман, вилнӗ арҫыннӑн ывӑлне компенсаци тӳленӗ. Ҫавӑнпа пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, ӑна суд штрафӗ кӑна тӳлеттернӗ.
«Питех те хаваслӑ Муркаш районӗ. Кунсерен тенӗ пек епле те пулин ҫӗнӗ хыпар. Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗ те ҫавӑн пек пулса тухрӗ. Ҫерла Тӑрри ялӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташӗпе, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин ҫумӗпе Александр Федотовпа тӗл пулу иртни пирки отчет турӗҫ», — хыпарланӑ Алексей Кряжинов журналист Фейсбукра.
Тӗлпулӑва хутшӑннӑ Борис Оньков Александр Иванович пурнӑҫ лайӑхланнине палӑртса ача-пӑча ытларах ҫуратма сӗннине пӗлтернӗ. «Камӑн ҫуратмалла? Ялта ватӑсем ҫеҫ! Ӗҫ ҫук! Йӑлари каяша турттарнишӗн мӗнле тӳлемелле?» — шавланӑ иккен вырӑнтисем. Вӗсем ялти ача пахчипе шкула мӗншӗн хупнипе тата ытти ыйтупа кӑсӑкланнӑ. Анчах чуна лӑплантармалли хурав кӗтсе илтеймен иккен.
Кӑҫал Чӑваш Енре 55 километр ҫул юсама, тепӗр 19 километр тӑршшӗ тӗплӗн юсама палӑртнӑ. Ку хыпара паян ирпе Чӑвашт Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ.
Унчченхи «Хӑрушсӑр тата паха ҫулсем» приоритетлӑ проект малашне «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ автомобиль ҫулӗсем» наци проекчӗ пулса тӑнӑ. Ҫавна май Шупашкар агломерацине кӗрекен Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Муркашпа Шупашкар районӗсенчине ҫеҫ мар, регион пӗлтерӗшлӗ ытти ҫула та юсама шантараҫҫӗ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ РФ Хӑрушсӑрлӑх канашӗн секретарӗ Николай Патрушев Сарӑту, Пенза облаҫӗсенчи тата Чӑваш Енри ҫулсене критикленине пӗлтернӗччӗ. Япӑх ҫула пула аварисем сиксе тухаҫҫӗ, ҫулсем начар пулни коррупципе те ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлать иккен Николай Патрушев. Ҫул-йӗр ыйтӑвне Ижевскра федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионӗсен ертӳҫисемпе ҫак эрнере ирттернӗ канашулра хускатнӑ.
Муркаш районӗнче хӗрарӑмсен «Ӑнӑҫу» конкурсӗ иртнӗ. Асӑннӑ тӑрӑхра кун пек ӑмӑртӑва юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех йӗркелеҫҫӗ. Кӑҫалхине тӗрлӗ отрасльте тӑрӑшакан 15 хӗрарӑм хутшӑннӑ.
Пултарулӑх конкурсӗнче вӗсем зала хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнеленипе пӗрлех хӑйсен пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ.
Конкурса хутшӑннисене тӳресем кӳрентерес темен — кашнинех тӗрлӗ номинацире хаахалантарнӑ.
Людмила Михайлова (Александровка ял тӑрӑхӗ) «Хӗрарӑм пурне ҫӗнет» номинацире палӑрнӑ, Людмила Жигалова (Ильинка) – «Ырӑ ӗҫсен ҫулӗпе» ятлинче, Валентина Угарова (Катикасси) – «Чӗрене ачасене пaнӑ», Галина Короленко (Москакасси) – «Хӗрарӑм ҫуркунне», Оринино тӑрӑхӗнчи Светлана Вязова – «Ҫынсемшӗн тӑрӑшни», Галина Киселева – «Ӗҫлӗ хӗрарӑм», Ҫaтракасси тӑрӑхӗнчи Светлана Васильева — «Йӑла-йӗркене упраса аталантарасси», Татьяна Трофимова – «Ал ӑcти», Ирина Иванова (Турай) – «Ӗҫe парӑнни», Надежда Скворцова (Хорнуй) – «Ылтӑн чӗре», Шетмӗпуҫӗнчи Валентина Федорова – «Пултарулӑх ҫынсем валли» тата Елена Ильина – «Пысӑк кил хуҫи», Вера Тепеева (Юнкӑ) – «Тӗнчене ылмаштаракан хӗрарӑм», Иванова Валентина (Йӳҫкасси) – «Ял управҫи», Ольга Сютейкина (Ярославка) – «Ырӑ чӗре».
Муркаш районӗнчи Пӗрремӗш Май Выҫҫӑлкки ялӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьери 4 шӑпӑрлана вӗсен амӑшӗ Юнкӑри ача пахчине нушаланса илсе ҫӳренине эпир Алексей Кряжинов журналист хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, темиҫе ҫухрӑмри яла шкул автобусӗ хутлать пулсан та ача пахчине каякансене вӑл лартса каймасть.
Каярах журналистӑн ҫав материалӗ «Российская газета» хаҫатра пичетленчӗ.
Раҫҫей Президенчӗн Ача правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑйӗ Анна Кузнецова патне те тӗлӗнмелле, анчах чылайӑшӗ ҫак лару-тӑрупа ҫырлахнӑ лару-тӑру ҫинчен ҫыру ӑсатнӑ. Мускаври тӳре-шара пӗчӗккисен нушине тарӑннӑн тишкернӗ. Вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Республика ертӳҫи Орловсен ыйтӑвне татса парассине пӗлтернӗ.
Шкул автобусне шӑпӑрлансене лартманни вӗсем ашшӗ-амӑшӗпе пулнипе (вӗсене шкул автобусне лартма ирӗк ҫук) ҫыхӑннӑ. Ашшӗ-амӑшӗ ларса каяс мар, воспитательсем ача пахчине йышӑнмӗҫ. Ҫавӑн пек тӗлӗнмелле йӗрке. Ӑна федераци шайӗнче йышӑннӑ.
Анна Кузнецова ку ыйтӑва ҫӗршыв шайӗнче татса памаллине палӑртнӑ.
«Куракансене ҫурхи ӑшӑ кӑмӑл парнелес тесе» Муркаш районӗнчи Москакасси культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шуҫӑм» халӑх юрӑпа ташӗ ушкӑнӗ Йӳҫкассинчи культура ҫуртне «пысӑк концертпа» ҫитсе килнине Москакасси ял тӑрӑхӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Капмар та илемлӗ те хӑтлӑ культура ҫуртӗнче артистсене ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илнӗ. Вырӑнти культура ӗҫченӗсем вӗри чейпе тутлӑ ҫимӗҫсем хатӗрлесе хунӑ.
Часах ял халӑхӗ культура ҫуртне пуҫтарӑннӑ. Вӗсем чылаях мар пулин те, артистсене ҫав тери ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Уйрӑм, ушкӑнпа юрлакан юрӑҫсене, ташлакансене, шӳт ӑстисене тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ, — хыпарлаҫҫӗ москакассисем.
Культура ҫурчӗн ертӳҫи Д.Ю. Смирнов артистсене пӗтӗм ял-йыш ячӗпе ӑшшӑн тав сӑмахӗ каланӑ. «Кун пек илемлӗ те интереслӗ концертпа кирек ӑҫта пулсан та намӑс курмӑр», — тесе хавхалантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.05.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ вилнӗ. | ||
| Сергеева Eвдокия Сергеевна, тухтӑр, медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |